2024, декабрӗн 30 — 2025, январӗн 5
ПСАЛОМ 119—125
144-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
1. Куҫҫульпе акнисем савӑнса вырнӑ
(10 мин.)
Иегова еврейсем хӑйне каллех тӗрӗс пуҫҫапма пултарччӑр тесе вӗсене Вавилон тыткӑнӗнчен ирӗке кӑларнӑ, ҫавӑнпа вӗсем питӗ савӑннӑ (Пс 125:1—3).
Иудейӑна таврӑннисем питӗ йывӑр ӗҫленӗрен, тен, макӑрнӑ та (Пс 125:5; w04-U 6/1 16 с., 10 абз.).
Вӗсем парӑнман, вара нумай пиллӗх илнӗ (Пс 125:6; w21.11 24 с., 17 абз.; w01-U 7/15 18—19 с., 13, 14 абз.; ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр).
ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР: Армагеддон хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче ҫӗнӗрен рай туса хунӑ чухне пирӗн нумай ӗҫлеме тивӗ. Ҫавӑн чухне эпир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратпӑр? Эпир мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр?
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
-
Пс 122:2. Иегова еннелле пӑхни мӗне пӗлтерет? (w18.07 12 с., 1, 2 абз.).
-
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Пс 123:1—125:6 (th 5 урок).
4. Калаҫу пуҫлӑр
(3 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР (lmd 3 урок, 5 пункт).
5. Интереса аталантарӑр
(4 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Унчченхи калаҫура ҫын эпӗ Библие шансах каймастӑп тенӗ (lmd 9 урок, 5 пункт).
6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
155-мӗш юрӑ
7. Турӑ пама пулнӑ пурнӑҫа савӑнса кӗтетпӗр
(15 мин.). Сӳтсе явни.
Иегова яланах хӑйӗн сӑмахне тытать. Сӑмахран, вӑл Вавилон тыткӑнӗнче пулнӑ еврейсене ирӗке кӑларнӑ тата вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарнӑ (Ис 33:24). Вӗсен тӑван ҫӗршывӗ 70 ҫул хушши пушанса выртнӑ чухне унта арӑслансемпе ытти тискер чӗрчунсем нумайланса кайнӑ, Иегова вара еврейсене тата вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне вӗсенчен хӳтӗлесе тӑнӑ пулас (Ис 65:25). Еврейсем хӑйсен ҫурчӗсенче пурӑннӑ тата виноград пахчисем ҫитӗнтерсе вӗсен ҫимӗҫне ҫинӗ (Ис 65:21). Турӑ вӗсен ӗҫне пиллесе тӑнӑ, вӗсен кун-ҫулӗ вӑрӑм пулнӑ (Ис 65:22, 23).
ВИДЕО кӑтарт: «Турӑ пама пулнӑ мирлӗ пурнӑҫа савӑнса кӗтетпӗр» (пӗр пайӗ). Унтан ыйтусем пар:
-
Ҫак пророкла каланисем хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланаҫҫӗ?
-
Ҫӗнӗ тӗнчере вӗсем мӗнле пурнӑҫланӗҫ?
-
Мӗнле пророкла каланисем пурнӑҫланассине эсир ытларах кӗтетӗр?
8. Пухура Библи вӗренни
(30 мин.) kr 22 сып., 1—7 абз.