Ноябрӗн 18—24
ПСАЛОМ 106, 107
7-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
1. «Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр: Вӑл ырӑ»
(10 мин.)
Иегова израильтянсене Вавилонран илсе тухнӑ пекех, вӑл пире те Шуйттан тӗнчинчен тухма пулӑшнӑ (Пс 106:1, 2; Кл 1:13, 14).
Иеговӑна пархатарлӑ пулни пире ӑна пухура мухтава кӑларма хавхалантарать (Пс 106:31, 32; w07-U 4/15 20 с., 2 абз.).
Иегова пире юратса тунӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, эпир ӑна пархатарлӑрах та пархатарлӑрах пулса пыратпӑр (Пс 106:43; w15 1/15 9 с., 4 абз.).
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
-
Пс 107:14. Хамӑра вӑйсӑр туйнӑ чухне пире мӗн ҫирӗплетме пултарать? (w23.10 17 с., 20 абз.).
-
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Пс 106:1—28 (th 5 урок).
4. Калаҫу пуҫлӑр
(3 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР (lmd 1 урок, 4 пункт).
5. Интереса аталантарӑр
(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библи вӗренмелли пирӗн курс ҫинчен каласа пар та ҫак курсӑн визиткине парса хӑвар (lmd 9 урок, 3 пункт).
6. Доклад
(5 мин.) ijwyp 90 статья. Тема: «Япӑххи ҫинчен ҫеҫ шутласа ҫӳрес мар тесен мӗн тумалла?» (th 14 урок).
46-мӗш юрӑ
7. Эпир Иеговӑна пархатарлӑ пулнӑран ӑна мухтаса юрлатпӑр
(15 мин.). Сӳтсе явни.
Хӗрлӗ тинӗс патӗнче Иегова израильтянсене Египет ҫарӗнчен хӑтарсан, халӑх пархатарлӑ пулнине юрӑ юрланипе кӑтартнӑ (Тх 15:1—19). Юрласса та малтан арҫынсем юрлама пуҫланӑ (Тх 15:21). Иисус та, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем те Турра мухтаса юрланӑ (Мф 26:30; Кл 3:16). Эпир те Иеговӑна пархатарлӑ пулнӑран тӗлпулусенче тата конгрессенче ӑна мухтаса юрлатпӑр. Сӑмахран, тин кӑна юрланӑ юрра, «Иегова, сана тав тӑватпӑр» ятлӑ юрра, эпир пирӗн тӗлпулусенче 1966 ҫултан пуҫласа юрлатпӑр.
Хӑш-пӗр культурӑсенче арҫынсем ыттисем умӗнче юрлама вӑтанаҫҫӗ. Хӑш-пӗр арҫынсемпе хӗрарӑмсем вара эпӗ илемлӗ юрлама пӗлместӗп тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа юрласшӑнах мар. Анчах пирӗн ҫакна асра тытмалла: юрлани Турра пуҫҫапни шутне кӗрет. Иеговӑн организацийӗ илемлӗ юрӑсене кӑлармашкӑн тата кашни тӗлпулу валли вырӑнлӑ юрӑсем суйласа илмешкӗн нумай вӑй хурать. Пирӗн вара тӑвансемпе пӗрле юрламалла ҫеҫ. Ҫапла майпа эпир пирӗн ҫӳлти Аттене юратнине тата пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр.
ВИДЕО кӑтарт: «Пирӗн истори: малалла пыратпӑр. Иеговӑна юрӑ юрласа мухтатпӑр (2-мӗш пайӗ)». Унтан ыйтусем пар:
-
1944 ҫулта мӗнле пӗлтерӗшлӗ событи пулса иртнӗ?
-
Совет Союзӗнче пурӑннӑ тӑвансем Патшалӑх юррисене хакланине мӗнле кӑтартнӑ?
-
Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсемшӗн юрӑсем юрлани питӗ пӗлтерӗшлӗ?
8. Пухура Библи вӗренни
(30 мин.) kr 20 сып., 1—6 абз., «Хальхи вӑхӑтра пӗрремӗш хут анлӑн пулӑшу пани», «Инкеке хатӗрленесси» тата «Инкек сиксе тухсан» рамкӑсем