Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ноябрӗн 25 — декабрӗн 1

ПСАЛОМ 108—111

Ноябрӗн 25 — декабрӗн 1

14-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Пирӗн Иисус Патша майлӑ тӑрӑр!

(10 мин.)

Иисус тӳпене хӑпарсан Иеговӑн сылтӑм енне ларнӑ (Пс 109:1; w06-U 9/1 13 с., 6 абз.).

1914 ҫултан пуҫласа Иисус хӑйӗн тӑшманӗсем хушшинче хуҫа пулса ертсе пырать (Пс 109:2; w00-U 4/1 18 с., 3 абз.).

Иисусӑн влаҫӗ майлӑ тӑнине кӑтартас тесе эпир хамӑртан мӗн килнине веҫех тума хатӗр (Пс 109:3; lff 55 урок, 1 пункт).

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Эпӗ Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑнине кӑтартас тесе хам ума мӗнле тӗллевсем лартма пултаратӑп?»

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 109:4. Ҫак сӑвӑ йӗркинче мӗнле килӗшӳ пирки сӑмах пырать? (w14 10/15 7—8 с., 15—17 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 108:1—26 (th 2 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(2 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Буклетпа усӑ курса калаҫу пуҫла (lmd 4 урок, 3 пункт).

5. Хӑвӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса парӑр

(5 мин.) Диалог. ijwfq 23 статья. Тема: «Иегова Свидетелӗсем мӗншӗн вӑрҫӑ вӑрҫма килӗшмеҫҫӗ?» (lmd 4 урок, 4 пункт).

6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

72-мӗш юрӑ

7. Эпир Патшалӑх майлӑ тӑнине мӗнле кӑтартатпӑр?

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Турӑ Патшалӑхӗ Иегова Аслӑ Ҫӳлхуҫа пулнине кӑтартса парать (Дан 2:44, 45). Эпир Иеговӑн Патшалӑхӗ майлӑ тӑнине ӗҫсемпе кӑтартатпӑр пулсан, Иегова чи лайӑх Патша пулнине ӗненнине кӑтартатпӑр.

ВИДЕО кӑтарт: «„Тӑнӑҫлӑх Пуҫлӑхне“ чунтан парӑнса пулӑшса тӑрӑр». Унтан ыйту пар:

  • Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑнса пулӑшса тӑнине эпир мӗнле кӑтартатпӑр?

Аяларах Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑнине кӑтартмалли майсене илсе панӑ. Кашнин айӗнче вырӑнлӑ сӑвӑ йӗркине ҫырса хурӑр.

  • Эпир Турӑ Патшалӑхне хамӑр пурнӑҫра малти вырӑна хуратпӑр.

  • Эпир Турӑ Патшалӑхӗн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнатпӑр.

  • Эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара саратпӑр.

  • Эпир влаҫсене хисеплетпӗр, анчах цезарь законӗ Туррӑн законне хирӗҫлет пулсан, эпир Турра пӑхӑнатпӑр.

8. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 75-мӗш юрӑ тата кӗлӗ