Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ЛЕВИТ 4, 5

Иеговӑна чи лайӑххине парӑр

Иеговӑна чи лайӑххине парӑр

5:5—7, 11

Чухӑн израильтянсен те Иеговӑпа ҫывӑхланма май пулнӑ. Вӗсем Иеговӑна чи лайӑххине панӑ пулсан, хӑйсен парнисемпе ӑна савӑнтарма пултарнӑ. Израильтянсем Иеговӑна ҫӑнӑх та парнене кӳме пултарнӑ. Анчах та ҫав ҫӑнӑх паха ҫӑнӑх пулмалла пулнӑ; ҫакӑн пек ҫӑнӑхран пӗҫернӗ апатпа, ялан тенӗ пекех, хаклӑ хӑнасене хӑналанӑ (Плт 18:6). Хальхи вӑхӑтра эпир Иеговӑна «мухтав парни» кӳрсе тӑратпӑр (Евр 13:15). Тен, хамӑрӑн лару-тӑрура эпир нумай тӑваймастпӑр. Анчах хамӑр мӗн тума пултарнине веҫех тӑватпӑр пулсан, эпир кӳрекен парне Иеговӑна савӑнтарӗ.

Сывлӑху хавшанӑран е вӑйу чакса пынӑран эсӗ сӑваплӑ ӗҫре унчченхи пекех нумай тӑваймастӑн пулсан, ҫак шухӑшсем сана мӗнле хавхалантарма пултараҫҫӗ?