Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ноябрӗн 2—8

ТУХНИ 39, 40

Ноябрӗн 2—8

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

  • «Моисей пурне те Иегова хушнӑ пек тунӑ» (10 мин)

    • Тх 39:32. Иегова сӑваплӑ чатӑра мӗнле тума хушнӑ, Моисей ҫапла тунӑ та (w11 9/15 30—31 с, 13 абз)

    • Тх 39:43. Сӑваплӑ чатӑра туса пӗтерсен Моисей ӑна хӑй пӑхса тухнӑ

    • Тх 40:1, 2, 16. Иегова сӑваплӑ чатӑра мӗнле лартма хушнӑ, Моисей ҫапла лартнӑ та (w05-U 7/15 26—27 с, 3 абз)

  • Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (10 мин)

    • Тх 39:34. Израильтянсем сӑваплӑ чатӑра тума кӑвак тир, е тюлень тирне, ӑҫтан тупма пултарнӑ? (it-U «Тюленья кожа», «Откуда у израильтян была тюленья кожа» подзаг, 1 абз)

    • Тх 40:34. Хӑҫан сӑваплӑ чатӑра «пӗлӗт хупласа илнӗ» тата ҫакӑ мӗн кӑтартнӑ? (w15 7/15 21 с, 2 абз)

    • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир Иеговӑпа, ырӑ хыпар сарассипе е тата мӗнпе те пулин урӑххипе ҫыхӑннӑ мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

  • Библи вулани (4 мин е сахалрах): Тх 39:1—21 (th 5-мӗш урок)

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

  • Пӗрремӗш калаҫу (видео) (4 мин). Сӳтсе явни. Видеоролик кӑтарт. Экран ҫине ыйтусем тухсан видеоролика вӑхӑтлӑха чар та итлекенсене ҫав ыйтусене пар. Кил хуҫи политика ҫинчен е халӑх пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем ҫинчен калаҫма пуҫлать пулсан, ҫавӑн чухне нейтралитет мӗнле тытса тӑмаллине сӳтсе яв

  • Пӗрремӗш калаҫу (3 мин е сахалрах): калаҫмалли майпа усӑ кур. Кил хуҫи эсир политика ҫине мӗнле пӑхатӑр тесе е пӗр-пӗр политика кандидачӗ ҫинчен мӗн шутлатӑр тесе ыйтсан, мӗнле хуравламаллине кӑтарт (th 12-мӗш урок)

  • Доклад (5 мин е сахалрах): w16.04 29 с, 8—10 абз. Тема: «Шухӑшпа та, сӑмахпа та политика тӗлӗшӗнчен никам майлӑ та пулманнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?» (th 14-мӗш урок)

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

  • 123-мӗш юрӑ

  • «Итленӗ чухне ӑнланма тӑрӑшӑр (Мф 13:16(15 мин). Ҫак видеоролика кӑтарт. Унтан итлекенсенчен ыйт: мӗншӗн мӗн илтнине ӑнланма тӑрӑшмалла? Марк 4:23, 24 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла? Еврейсем 2:1-мӗшӗнчи сӑмахсене мӗнле тӗслӗх ӑнланма пулӑшать? Эпир тимлӗ итленипе итлеменни ӑҫтан паллӑ?

  • Пухура Библи вӗренни (30 мин е сахалрах): jy 139-мӗш сыпӑк

  • Пӗтӗмлетсе калани (3 мин е сахалрах)

  • 139-мӗш юрӑ тата кӗлӗ