ТУХНИ 39, 40
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ |Моисей пурне те Иегова хушнӑ пек тунӑ
39:32, 43; 40:1, 2, 16
Сӑваплӑ чатӑра мӗнле тумалли пирки Иегова Моисее хушусем панӑ. Вӑл вара пурне те Иегова хушнӑ пек тунӑ. Пирӗн те Иеговӑн организацийӗ паракан пур хушӑва та итлемелле тата ҫавна вӑраха ямасӑр, чун-чӗререн тумалла. Эпир хӑш-пӗр хушусем пирки вӗсем пӗлтерӗшлех мар тесе шутлама пултаратпӑр е вӗсене мӗншӗн панине ӑнланмасан та пултаратпӑр. Ҫав-ҫавах пирӗн вӗсене тытса тӑмалла (Лк 16:10).
Мӗншӗн пирӗн ҫак хушусене тӗп-тӗрӗс тытса тӑмалла:
-
ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусенче паракан хушусене,
-
васкавлӑ медицина пулӑшӑвне илессипе ҫыхӑннӑ хушусене,
-
ҫутҫанталӑк инкекӗсем пирки панӑ хушусене?