ЛЕВИТ 8, 9
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ |Иегова хӑй ырланине кӑтартать
8:6—9, 12; 9:1—5, 23, 24
Ааронпа унӑн ывӑлӗсем выльӑхсене пӗрремӗш хут парнене кӳнӗ чухне Иеговӑран вут-ҫулӑм тухнӑ та парне вырӑнӗ ҫинчи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене ҫунтарса янӑ. Ҫапла майпа Иегова священниксене ырланине кӑтартса панӑ. Израильтянсем ҫакна курсан вӗсен те священниксене пулӑшса тӑмаллине ӑнланса илнӗ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн Чи Аслӑ Священник пур, вӑл — Иисус Христос (Евр 9:11, 12). 1919 ҫулта Иисус святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен пӗчӗк ушкӑнне «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» пулма лартнӑ (Мф 24:45). Иегова шанчӑклӑ чурана ырланине, пулӑшнине тата пиллесе тӑнине мӗн кӑтартса парать?
-
Хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах, шанчӑклӑ чура пире сӑнарлӑ апата парсах тӑрать.
-
Малтанах каласа хунӑ пекех, ырӑ хыпара «пӗтӗм тӗнчипе» пӗлтерсе тӑраҫҫӗ (Мф 24:14).
Мӗнле майпа эпир шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана пулӑшса тӑма пултаратпӑр?