Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха ӳстеретпӗр. Ырӑ хыпара телефонпа мӗнле пӗлтермелле?

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха ӳстеретпӗр. Ырӑ хыпара телефонпа мӗнле пӗлтермелле?

МӖНШӖН ҪАКӐ ПИТӖ КИРЛӖ? Ырӑ хыпара тӗплӗн сармалли майсенчен пӗри вӑл — ӑна телефонпа пӗлтересси * (Ап ӗҫ 20:24). Ҫакӑ хамӑр тӗл пулса калаҫма пултарайман ҫынсене Библири хыпара каласа пама май парать.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Хатӗрлен. Ҫынсене интереслентерекен темӑна суйласа ил. Унтан хӑв мӗн-мӗн каласшӑн пулнине кӗскен ҫырса хур. Хӑв мӗн ҫырса хунине те, ытти хатӗрсене те, тӗслӗхрен, электронлӑ хатӗре, ал айӗнче тыт. JW Library® приложение е jw.org® сайта маларах уҫса хур.

  • Хӑвна лӑпкӑ тыт. Яланхи пекех калаҫ. Йӑл кул тата пит-куҫпа, алпа вылят. Ҫынпа куҫа-куҫӑн мӗнле калаҫнӑ пулӑттӑн, ҫавӑн пекех калаҫ. Кирлӗ мар паузӑсем ан ту.

  • Тепрехинче мӗнле темӑна сӳтсе явасси пирки калаҫса татӑл. Ҫынна интереслӗ пулсан, ӑна тепрехинче телефонпа пӗр-пӗр ыйтӑва сӳтсе явма сӗн. Унсӑр пуҫне, эсӗ ӑна пӗр-пӗр публикаци сӗнме пултаратӑн. Ӑна электронлӑ е ахаль почтӑпа ярса пама пулать е хӑв кайса пама пултаратӑн. Тата пӗр-пӗр статьян е видеороликӑн ссылкине электронлӑ почтӑпа е мессенджер урлӑ ярса пама пулать. Май килсен пирӗн сайт ҫине тимлеттер.

^ 3 абз. Телефонпа ырӑ хыпар сарни граждансен даннӑйӗсене хӳтӗлекен саккуна пӑсмалла мар.