Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ЛЕВИТ 1—3

Парнесене мӗнле тӗллевпе кӳнӗ?

Парнесене мӗнле тӗллевпе кӳнӗ?

1:3; 2:1, 12; 3:1

Моисей саккунӗ тӑрӑх, израильтянсен Турра парнесем кӳмелле пулнӑ. Ҫав парнесем Иеговӑна савӑнтарнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парнине тата ҫак парнене пула ҫынсем илекен пиллӗхсене сӑнарласа панӑ (Евр 8:3—5; 9:9; 10:5—10).

  • Турра парнене кӳнӗ чӗрчунсем пӗр кӑлтӑксӑр пулмалла пулнӑ. Тӳлесе илмелли парне пек панӑ Иисусӑн кӗлетки те пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ (1Пт 1:18, 19).

  • Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене пӗтӗмпех ҫунтарса янӑ. Иисус та хӑйне пӗтӗмпех Иеговӑна панӑ.

  • Канӑҫлӑх парнине кӳнӗ ҫынсен Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусем лайӑх пулнӑ. Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанса пӑхакан святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен те Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусем лайӑх.