Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ҫамрӑксем, Иегова сирӗн чи ҫывӑх тус-и?

Ҫамрӑксем, Иегова сирӗн чи ҫывӑх тус-и?

Сана туссен мӗнле лайӑх енӗсем килӗшеҫҫӗ? Тен, вӗсем шанчӑклӑ, ырӑ тата уҫӑ кӑмӑллӑ пулни килӗшет. Ҫак лайӑх енсене пурне те Иегова кӑтартать (Тх 34:6; Ап ӗҫ 14:17). Эсӗ кӗлтунӑ чухне вӑл сана итлет. Йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен вара пулӑшать (Пс 17:20, 36). Йӑнӑш турӑн пулсан вӑл сана каҫарать (1Ин 1:9). Чӑнах та, Иегова — чи лайӑх тус!

Иеговӑн тусӗ пулас тесен санӑн мӗн тумалла? Унӑн Сӑмахне, Библие, вуласа ун ҫинчен пӗлсе пымалла. Ӑна шанма вӗренмелле (Пс 61:9; 141:2). Иеговӑшӑн мӗн хаклӑ, ҫавна хакламалла. Сӑмахран, унӑн Ывӑлне, унӑн Патшалӑхне, вӑл мӗн тума сӑмах панине. Турӑ ҫинчен ыттисене каласа памалла (Сак аст 32:3). Иеговӑн ҫывӑх тусӗ пулса тӑрсан, сирӗн туслӑх ӗмӗрлӗхе пырӗ (Пс 72:25, 26, 28).

«ҪАМРӐКСЕМ, ИЕГОВА ЕПЛЕ ЫРРИНЕ ТУТАНСА ПӐХӐР!» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Иеговӑна хӑвӑн пурнӑҫна халалласа шыва кӗмешкӗн эсӗ мӗнле хатӗрленме пултаратӑн?

  • Пухури тӑвансем сана Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

  • Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни Иеговӑпа ҫывӑхланма сана мӗнле пулӑшать?

  • Иеговӑпа сирӗн хушӑри туслӑх ӗмӗрлӗхе пырӗ!

    Сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнма санӑн мӗнле майсем пур?

  • Мӗншӗн эсӗ Иеговӑна юрататӑн?