Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ноябрьте иртекен ятарлӑ кампани. Тӗллев — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парасси

Ноябрьте иртекен ятарлӑ кампани. Тӗллев — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парасси

Иисус «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар» пӗлтернӗ (Лк 4:43). Унсӑр пуҫне, вӑл ҫав Патшалӑх ҫинчен кӗлтума та вӗрентнӗ (Мф 6:9, 10). Ноябрьте эпир май ҫитнӗ таран ытларах ҫынна Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парасшӑн (Мф 24:14). Ҫак кампание туллин хутшӑнас тесе эсӗ хӑвӑн графика улӑштарма пултаратӑн-и? Ҫак уйӑхра пулӑшакан пионерсем 30 е 50 сехет ырӑ хыпар сарма пултарӗҫ.

Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан Библири пӗр-пӗр сӑвӑ йӗркине суйласа ил те ӑна хӑвӑн территорире май килнӗ таран ытларах ҫынна кӑтартма тӑрӑш. Сӑвӑ йӗркине суйланӑ чухне ҫынсем мӗне ӗненнине шута ил. Ҫынпа пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне вӑл чӑнлӑхпа интересленчӗ пулсан ӑна «Хурал башнине» (2020 2 №, выр.) сӗн. Ҫав ҫын патне май ҫитнӗ таран хӑвӑртрах тепӗр хут кил. Вара ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем шутне кӗрекен публикаципе усӑ курса унпа Библи вӗренме пуҫлама тӑрӑш. Вӑхӑт юлманпа пӗрех: кӗҫех Турӑ Патшалӑхӗ Иеговӑн влаҫне хирӗҫ тӑракан пур патшалӑха та пӗтерӗ (Дан 2:44; 1Кр 15:24, 25). Ҫавӑнпа та айтӑр ҫак ятарлӑ кампание хастаррӑн хутшӑнса Иеговӑпа унӑн Патшалӑхне шанчӑклӑ пулнине кӑтартар!

Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинче рай тӑвӗ!