Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ТУХНИ 37, 38

Сӑваплӑ чатӑрти парне вырӑнӗсем тата вӗсен пӗлтерӗшӗ

Сӑваплӑ чатӑрти парне вырӑнӗсем тата вӗсен пӗлтерӗшӗ

37:25, 29; 38:1

Сӑваплӑ чатӑрти парне вырӑнӗсене Иегова хушнӑ пек тунӑ, вӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ.

  • Шанчӑклӑ христиансен кӗллисем, парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарнӑ ырӑ шӑршӑллӑ фимиам пекех, Иеговӑн кӑмӑлне каяҫҫӗ.

  • Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ ҫинче кӳнӗ парнесене Иегова йышӑннӑ. Ҫав парне вырӑнӗ сӑваплӑ чатӑр умӗнче тӑнӑ. Ҫакӑ пире мӗн пирки аса илтерет? Иегова пире ырлатӑр тесен пирӗн Иисус Христосӑн каҫарттаракан парнине ӗненмелле (Ин 3:16—18; Евр 10:5—10).

Пирӗн кӗлӗсем фимиам пекех Иеговӑн кӑмӑлне кайччӑр тесен мӗн тумалла? (Пс 140:2).