ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене упра
Иегова Свидетелӗсемшӗн Туррӑн тусӗсем пуласси пысӑк чыс. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та эпир Ҫут тӗнчене Тытса Тӑраканпа, Иегова Турӑпа, ҫывӑх хутшӑнусем аталантаратпӑр. Вӑл пире хӑй патне хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ ертсе пынӑ (Ин 6:44). Вӑл пирӗн кӗлӗсене итлет (Пс 33:16).
Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене пирӗн мӗнле упрамалла? Пирӗн израильтянсем тунӑ тӗрӗс мар ӗҫсенчен пӑрӑнмалла. Иегова вӗсемпе килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑнах вӗсем ылтӑн пӑру туса ӑна пуҫҫапма пуҫланӑ (Тх 32:7, 8; 1Кр 10:7, 11, 14). Ҫавӑнпа пирӗнтен кашнийӗн хӑйӗнчен ҫапла ыйтмалла: «Тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн каяс килнӗ чухне эпӗ хама мӗнле тытатӑп? Манӑн ӗҫсем эпӗ Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене хакланине кӑтартса параҫҫӗ-и?» Эпир ҫӳлти Аттене хытӑ юрататпӑр пулсан, ҫакӑ пире вӑл курайман ӗҫсенчен пӑрӑнма пулӑшӗ (Пс 96:10).
«ИЕГОВӐПА ХӐВӐР ХУШӐРИ ХУТШӐНУСЕНЕ УПРӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Мӗн вӑл ҫӑткӑнлӑх?
-
Мӗншӗн пирӗн ҫӑткӑн пуласран тата йӗрӗхсене пуҫҫапасран пӑрӑнмалла?
-
Мӑшӑра улталанипе йӗрӗхсене пуҫҫапни хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур?
-
Мӗншӗн пухура тивӗҫсем шанса панӑ арҫын тӑвансен хӑйсен арӑмӗсемшӗн тӑрӑшмалла?