ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Иеговӑна яланах асра тыт
Ӗҫ тупма йывӑр пулсан Турӑ Патшалӑхне тата Туррӑн тӳрӗлӗх нормисене мала хума йывӑр пулма пултарать. Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма чӑрмантаракан тата Библири принципсемпе килӗшсе тӑман ӗҫе вырнаҫма шухӑш ҫуралма пултарать. Анчах та Иегова хӑйне чун-чӗререн парӑннисене пулӑшса тӑнине пирӗн асра тытмалла (2Ҫлс 16:9). Хамӑра мӗн кирлипе тивӗҫтерме пирӗн юратакан Аттене никам та, нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть (Рм 8:32). Ҫавӑнпа та ӗҫпе ҫыхӑннӑ йышӑнусем тунӑ чухне пирӗн Иеговӑна чун-чӗререн шанмалла тата сӑваплӑ ӗҫе мала хумалла (Пс 15:8).
«ИЕГОВӐШӐН ЧУНТАН-ВАРТАН ӖҪЛӖР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Мӗншӗн Джейсон взятка илме килӗшмен?
-
Эпир Колоссӑ 3:23-мӗшӗнчи принциппа мӗнле усӑ курма пултаратпӑр?
-
Джейсон тӗслӗхӗ Томас ҫине мӗнле витӗм кӳчӗ?
-
Эпир Матфей 6:22-мӗшӗнчи принциппа мӗнле усӑ курма пултаратпӑр?