ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Хӑвӑн еткерлӗхе хӳтӗле
Халев хӑйӗн вӑйлӑ тӑшманӗсене хӑваласа ярса еткере илнӗ ҫӗрне хӳтӗленӗ (ИсН 15:14; it-U «Хеврон», 3 №, 4 абз.).
Хӑш-пӗр израильтянсем хӑйсен еткерне суя турӑсене пуҫҫапакансенчен хӳтӗлемен (ИсН 16:10; it-U «Подневольный труд», 5 абз.).
Иегова хӑйсен еткерне хӳтӗлекен израильтянсене пулӑшса тӑнӑ (Сак аст 20:1—4; ИсН 17:17, 18; it-U «Ханаан», «Завоевание Ханаана израильтянами» подзаг., 5 абз.).
Иегова пур христианина та питӗ хаклӑ еткер — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ — пама сӑмах парать. Ҫак наградӑсӑр тӑрса юлас мар тесен тӗнче илӗртӗвӗсенчен пӑрӑнмалла. Ҫакна тума пире Библи тӗпчени, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрени, ырӑ хыпара сарни тата кӗлтуни пулӑшӗ.
ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Эпӗ хамӑн еткере хӳтӗлетӗп-и?»