Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР | ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ САВӐНСА ТӐВӐР

Библи тӗпчемелли хатӗрсемпе усӑ курӑр

Библи тӗпчемелли хатӗрсемпе усӑ курӑр

Ӑнӑҫлӑ вӗрентекенсем пулмашкӑн Иегова пире нумай хатӗр парать. Вӗсен шутне видеороликсем, буклетсем, журналсем, брошюрӑсем, кӗнекесем тата пирӗн тӗп хатӗр — Библи — кӗрет (2Тм 3:16). Унсӑр пуҫне, Иегова пире хӑйӗн Сӑмахне тарӑн тӗпчеме пулӑшакан хатӗрсем те парать. Сӑмахран, пирӗн Хурал башнин электронлӑ библиотеки, JW Library® приложени, Хурал башнин онлайн библиотеки тата «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» пур.

Ҫак хатӗрсемпе усӑ курса Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан чӑнлӑхсене тупсан эсӗ нумай савӑнӑҫ илӗн. Хӑв кампа Библи вӗренетӗн, ҫавсене те ҫав хатӗрсемпе усӑ курма вӗрент. Вара вӗсем хӑйсен ыйтӑвӗсен хуравӗсене Библире хӑйсемех тупма пултарӗҫ. Ҫакӑ вӗсене нумай савӑнӑҫ кӳрӗ.

«ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕС ӖҪРЕ САВӐНӐҪ ТУПӐР. ИЕГОВӐН ПУЛӐШӐВНЕ ЙЫШӐНӐР: ТӖПЧЕМЕЛЛИ ХАТӖРСЕМПЕ УСӐ КУРӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Джейд Турӑ тунӑ япаласем пирки хирӗҫлесе мӗн-мӗн каларӗ?

  • Нита эволюципе Турӑ пурне те туни пирки кирлӗ информацие ӑҫта тупрӗ?

  • Библие тарӑн тӗпчени тата хамӑр тупнӑ чӑнлӑхсем ҫинчен каласа пани савӑнӑҫ кӳрет

    Нита Джейдшӑн усӑллӑ пулма пултаракан материала мӗнле суйласа илчӗ?

  • Ҫапла тӗпчени Нита ҫине мӗнле витӗм кӳчӗ?