Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Библи вӗренмелли ҫӗнӗ пособисемпе усӑ кур

Библи вӗренмелли ҫӗнӗ пособисемпе усӑ кур

Библи вӗренмелли ҫӗнӗ брошюрӑпа ҫӗнӗ кӗнекешӗн эпир питӗ пархатарлӑ! Эпир Иеговӑна вӑл пире тата нумайрах вӗренекенсем хатӗрлеме пулӑштӑр тесе кӗлтӑватпӑр (Мф 28:18—20; 1Кр 3:6—9). Ҫак ҫӗнӗ хатӗрсемпе мӗнле усӑ курмалла?

«Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» пособипе усӑ курса ҫынпа пачах урӑх майпа Библи вӗренме пулать. Вӗренекенпе урока сӳтсе явас умӗн яланах хатӗрлен. Библи вӗреннӗ чухне вара ҫак хушусене тытса тӑма тӑрӑш *.

  • Вӗренекенпе пӗрле материала вуласа тух та илсе панӑ ыйтусене сӳтсе яв.

  • Вӗренекене уйрӑмах «вулӑр» тесе палӑртнӑ сӑвӑ йӗркисем ҫине тимлеттер тата вӗсем сӳтсе явнӑ темӑпа мӗнле ҫыхӑнса тӑнине курма пулӑш.

  • Вӗренекенпе пур видеоролика пӑх та илсе панӑ ыйтусемпе усӑ курса вӗсене сӳтсе яв.

  • Вӗренекенпе кашнинчех пӗршер урок пӑхса тухма тӑрӑш.

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫыннӑн Библи вӗренме кӑмӑл пуррипе ҫуккине пӗлес тесе малтан ӑна брошюра сӗн. (« Ҫынпа пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне ӑна „Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!“ брошюрӑна мӗнле сӗнме пулать?» рамкӑна пӑх.) Брошюрӑри пур урока сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫыннӑн малалла Библи вӗренме кӑмӑл пур пулсан, ӑна кӗнеке сӗн те малалла 4-мӗш урокран пуҫласа вӗрен. Эсӗ ҫынпа «Библи пире мӗне вӗрентет?» е «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнекепе усӑ курса Библи вӗренетӗн пулсан, малалла «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекепе усӑ курса вӗрен. Хӑш урокран вӗренме пуҫламаллине эсӗ хӑв йышӑну тума пултаратӑн.

«СИРЕ БИБЛИ ВӖРЕНМЕ ЧӖНЕТПӖР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Библие ҫӗнӗ кӗнеке тӑрӑх вӗренсе ҫын мӗн пӗлӗ?

  • Эсӗ кампа Библи вӗренме пуҫлатӑн, ҫавна ҫак видеона мӗншӗн кӑтартмалла?

  • Библи вӗренекене мӗнле тӗллевсем лартма хавхалантармалла? (« Кашни пайӗн тӗллевӗсем» таблицӑна пӑх, 16 с.).

^ 4 абз. АСӐРХАТТАРУ. «Тӗпчемелли» рамкӑри материала ҫынпа пӗрле сӳтсе явмасан та юрать. Апла пулин те хатӗрленнӗ чухне илсе панӑ пур статьяна вуласа тух тата пур видеона пӑх. Ҫапла туни сана вӗренекеншӗн хӑш материал уйрӑмах усӑллӑ пулассине ӑнланма пулӑшӗ. Кӗнекен электронлӑ форматӗнче видеосемпе ытти материал ҫине яракан ссылкӑсем пур.

 КАШНИ ПАЙӖН ТӖЛЛЕВӖСЕМ

 

УРОКСЕМ

ВӖРЕНЕКЕНӖН ТӖЛЛЕВӖСЕМ

ВӖРЕНТЕКЕНӖН ТӖЛЛЕВӖСЕМ

1

1—12

Библи мӗнле пулӑшма пултарнине тата Библин Авторӗпе мӗнле паллашма пултарнине пӑхса тухасси.

Вӗренекене Библи вулама, Библи вӗренӗвне маларах хатӗрленме тата тӗлпулусене ҫӳреме хавхалантарасси.

2

13—33

Турӑ хамӑршӑн мӗн-мӗн тунине тата ӑна мӗнле тӗрӗс пуҫҫапмаллине пӑхса тухасси.

Вӗренекене хӑй мӗн пӗлсе пынине ыттисене каласа пама тата ӑна хыпарҫӑ пулса тӑма хавхалантарасси.

3

34—47

Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен мӗн кӗтнине пӑхса тухасси.

Вӗренекене хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалласа шыва кӗме хавхалантарасси.

4

48—60

Иегова пире юратса тӑтӑр тесен мӗн тумаллине пӑхса тухасси.

Вӗренекене ырӑпа усала уйӑрма вӗрентесси тата ӑна Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшасси.