Октябрӗн 10—16
3 ПАТШАСЕН 19, 20
33-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Иеговӑна хӑвна йӑпатма май пар» (10 мин.)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (10 мин.)
3Патш 19:19—21. Ҫак сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова шанса панӑ ӗҫ ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? (w16.04 9 с., 17 абз.).
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир Иеговӑпа, ырӑ хыпар сарассипе е тата мӗнпе те пулин урӑххипе ҫыхӑннӑ мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
Библи вулани (4 мин.): 3Патш 19:1—14 (th 12 урок)
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Иккӗмӗш калаҫу (видео) (5 мин.). Сӳтсе явни. «Иккӗмӗш калаҫу. Библи (Иов 26:7)» видеоролика кӑтарт. Экран ҫине ыйтусем тухсан, видеоролика вӑхӑтлӑха чар та итлекенсене ҫав ыйтусене пар.
Иккӗмӗш калаҫу (3 мин.): калаҫмалли майсенче илсе панӑ темӑпа усӑ кур (th 18 урок).
Библи вӗренӗвӗ (5 мин.): lff 7 урок, 7 пункт тата «Хӑш-пӗрисем ҫапла калама пултараҫҫӗ» рамка (th 7 урок).
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Савӑнӑҫа ан ҫухатӑр» (15 мин.). Сӳтсе явни. Ҫак видеоролика кӑтарт. Унтан итлекенсенчен ыйт: Библири мӗнле принципсем пире савӑнӑҫа упраса хӑварма пулӑшӗҫ? Иегова Илия пророка мӗнле йӑпатнӑ? Иегова пире мӗнле йӑпатать тата пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшать?
Пухура Библи вӗренни (30 мин.): lff 22 урок
Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.)
57-мӗш юрӑ тата кӗлӗ