ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
jw.org сайтра кулленхи пурнӑҫра усӑ паракан канашсем туп
Ҫак юлашки кунсенчи йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пире Турӑ Сӑмахӗ пулӑшать (2Тм 3:1, 16, 17). Хӑш-пӗр чухне пирӗн лару-тӑрура усӑ пама пултаракан Библи принципӗсене тупмашкӑн пире пулӑшу кирлӗ пулма пултарать. Тӗслӗхрен, ашшӗ-амӑшӗсене ачасене пӑхса ӳстерме мӗн пулӑшма пултарать? Ҫамрӑксен чӑнлӑхран пӑрӑнса каяс мар тесен мӗн тумалла? Хӑйӗн вилнӗ мӑшӑрӗшӗн хурланакан ҫынна мӗн пулӑшӗ? Ҫак тата ытти йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшакан Библири принципсене эсӗ jw.org сайтра тупма пултаратӑн (Ыт 2:3—6).
jw.org сайтра БИБЛИ ВӖРЕНТӖВӖСЕМ текен вкладка ҫине пус. (1-мӗш ӳкерчӗк ҫине пӑх.) Унта илсе панӑ списокран хӑвна интереслӗ рубрикӑна суйласа ил. Е БИБЛИОТЕКА > СТАТЬЯСЕН ЯРӐМӖСЕМ ҫине пус та хӑвна кирлӗ рубрикӑна суйласа ил. (2-мӗш ӳкерчӗк ҫине пӑх.) JW Library® приложенире те ҫак рубрикӑсемех пур a. Эсӗ сайтра е приложенире статьясене пӑхса тухма пултаратӑн е хӑвӑншӑн интереслӗ пӗр-пӗр темӑна шырама пултаратӑн (jw.org сайтри шырав йӗркипе усӑ кур).
Аяларах илсе панӑ темӑсене шырав йӗркине ҫырса хур. Унтан тупса панӑ статьясенчен хӑшне вулас тетӗн, ҫав статьясен ячӗсене ҫырса ил.
-
Воспитание детей
-
Подростковая депрессия
-
Смерть спутника жизни
a Хальлӗхе пур статьясене jw.org сайтра ҫеҫ тупма пулать.