Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иегова хуйха ӳкнисене ҫӑлать

Иегова хуйха ӳкнисене ҫӑлать

Хушӑран пирӗн пурин те кӑмӑл пусӑрӑнма пултарать. Анчах ҫакӑ пирӗн ӗненӳ хавшанине пӗлтермест. Библире Иегова та хӑш-пӗр чухне кулянни ҫинчен ҫырса панӑ (Плт 6:5, 6). Енчен те пирӗн час-часах е пӗрмаях япӑх туйӑмсем пулаҫҫӗ пулсан мӗн тумалла?

Иеговӑран пулӑшу ыйт. Иегова эмоци тата психика тӗлӗшӗнчен пирӗн сывлӑх лайӑх пултӑр тет. Вӑл веҫех — эпир савӑннине те, хуйхӑрнине те — курать. Тата вӑл мӗншӗн пирӗн ҫавӑн пек туйӑмсемпе шухӑшсем пулнине те лайӑх ӑнланать (Пс 7:10а). Иегова пире юратать тата пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа, ҫав шутрах депрессипе те, кӗрешме пулӑшать (Пс 33:19).

Психика тӗлӗшӗнчен хӑвӑн сывлӑхушӑн тӑрӑш. Йывӑр туйӑмсене пула савӑнӑҫ ҫухалать тата хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем те арканма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа пирӗн хамӑрӑн сӑнарлӑ чӗрене упрамалла (Ыт 4:23).

«ПИРӖН ТӐВАНСЕМ ХУШШИНЧЕ МИР. ДЕПРЕССИЕ ПӐХМАСӐРАХ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Никки хӑй депрессипе чирленине ӑнлансан мӗн тунӑ?

  • Мӗншӗн Никки тухтӑр патне кайма шутланӑ? (Мф 9:12).

  • Иегова ҫине шаннине Никки мӗнле кӑтартнӑ?