ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Малалла пурӑнма вӑй ҫук пек туйӑннӑ чухне
Пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан Иов хӑйӗн пурнӑҫне чура пурнӑҫӗпе танлаштарнӑ (Иов 7:1; w06-U 3/15 14 с., 10 абз.).
Иов питӗ хытӑ хуйхӑрнӑ, ҫакӑ ӑна хӑй мӗн туйнине пӗтӗмпех каласа пама хистенӗ (Иов 7:11).
Вӑл манӑн урӑх пурӑнас килмест тесе те каланӑ (Иов 7:16; w20.12 16 с., 1 абз.).
Санӑн та ҫакӑн пек туйӑмсем пулсан, хӑвӑн чӗрӳнте мӗн пуррине веҫех Иеговӑна уҫса пар тата хӑв мӗн туйнине чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан туса каласа пар. Ҫакӑ хӑвна лайӑхрах туйма пулӑшакан пӗрремӗш утӑм пулать (g-U 1/12 16—17 с.).