ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Иеговӑна питӗ хытӑ юратнине кӑтарт
[«Иов кӗнекепе паллаштарни» видеоролика кӑтарт.]
Шуйттан каланӑ тӑрӑх, Иов Иеговӑна юратнӑран мар, мӗн те пулин илессишӗн ҫеҫ пуҫҫапать (Иов 1:8—11; w18.02 6 с., 16, 17 абз.).
Шуйттан каланӑ тӑрӑх, эпир Иеговӑна чун-чӗререн юратмастпӑр (Иов 2:4, 5; w19.02 5 с., 10 абз.).
Пирӗн пурин те Шуйттан суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе пама май пур (Ыт 27:11). Эпир яланах, йывӑр чухне те, Иеговӑшӑн ӗҫлессине мала хуратпӑр пулсан, ӑна чун-чӗререн юратнине кӑтартатпӑр.