Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар сарас ӗҫре jw.org сайтри тӗп страницӑпа усӑ кур

Ырӑ хыпар сарас ӗҫре jw.org сайтри тӗп страницӑпа усӑ кур

Пирӗн сайтри тӗп страницӑра статьясемпе видеосем тухса тӑраҫҫӗ. Вӗсене Иегова Свидетелӗ пулман таса чӗреллӗ ҫынсем валли хатӗрлеҫҫӗ (Ап ӗҫ 13:48). Час-часах унта хыпарсенчи темӑсене е ҫынсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ.

Ырӑ хыпар сарас ӗҫре jw.org сайтри тӗп страницӑпа мӗнле усӑ курма пулать?

  • Тӑтӑшах сайта кӗр. Пирӗн сайтри тӗп страницӑра (вырӑсла) «Избранное» разделта тухакан статьясене пӑх. Кайран вара камсемпе эсӗ чӑнлӑх ҫинчен калаҫатӑн, ҫавсене ҫак статьясенчен хӑшӗ усӑллӑ пулма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх. Ҫавна пула санӑн яланах ҫынсене интереслентерекен темӑсем пулӗҫ. (Ҫак разделта юлашки вӑхӑтра тухнӑ ытти статьясене тупас тесе «Ещё статьи» кнопка ҫине пус.)

  • Ҫынсемпе калаҫу пуҫлама тӗп страницӑри статьясемпе тата видеосемпе усӑ кур. Тен, унта сӳтсе явнӑ темӑсем эсӗ пурӑнакан вырӑнти ҫынсене интереслӗ пулӗҫ.

  • Ҫынсене тӗп страницӑна кӑтарт. Эсӗ тӗрлӗ темӑсем ҫине тимлеттерме пултаратӑн тата ҫынна интереслентерекен темӑна сайтра мӗнле тупмаллине кӑтартма пултаратӑн.

  • «Поделиться» функципе усӑ кур. Хӑш-пӗр ҫынсем пирӗнпе калаҫасшӑнах мар, анчах вӗсем пирӗн сайта кӗрсе пӑхма хирӗҫ мар. Ҫавӑнпа эсӗ вӗсене пирӗн сайтӑн тӗп страници ҫине, пӗр-пӗр статья ҫине е видео ҫине яракан ссылка ярса пама пултаратӑн.