ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Иегова чунтан парӑнса юратни пире Шуйттан суйинчен хӳтӗлет
Шуйттан ҫынсене Иегова сире усал тӑвать тесе ӗнентересшӗн (Иов 8:4).
Шуйттан пире ҫапла шутлаттарасшӑн: Иеговӑшӑн эпир ӑна шанчӑклӑ пулнипе пулманни пурпӗрех (Иов 9:20—22; w15-U 7/1 12 с., 3 абз.).
Иегова чунтан парӑнса юратни пире Шуйттан суйине уҫҫӑн курма тата Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшать (Иов 10:12; Пс 31:7, 10; w21.11 6 с., 14 абз.).
ҪАПЛА ТУСА ПӐХ: эсӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулсан, Иегова хӑвна чунтан парӑнса юратнине асӑрхама тӑрӑш, ҫакна ҫырса хур та тӑтӑшах вуласа аса илсе тӑр.