ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Нимӗнле тӗне те тытса тӑман ҫынсене Пултаракан ҫинчен пӗлме пулӑш
Нимӗнле тӗне те тытса тӑман ҫынсем мана итлемӗҫ тесе вӗсене ырӑ хыпар сарманни санӑн пулкаланӑ-и? Ҫакӑн пекки пулнӑ пулсан, ҫакна асра тыт: нимӗнле тӗне те тытса тӑман ҫынсенчен нумайӑшӗ, ҫав шутрах Турра ӗненмен ҫынсем те, Иегова Свидетелӗсем пулса тӑнӑ. Ытларах чухне вӗсене Турӑ пуррине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене пӗрле пӑхса тухни пулӑшнӑ (Рм 1:20; 10:14).
«ӖНЕНМЕН ҪЫНСЕМ ӖНЕНЕКЕНСЕМ ПУЛСА ТӐМА ПУЛТАРАҪҪӖ. НИМӖНЛЕ ТӖНЕ ТЕ ТЫТСА ТӐМАН ҪЫНСЕМ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Томмазо тӑванӑн тӗслӗхне шута илсен, мӗншӗн пирӗн нимӗнле тӗне те тытса тӑман ҫынсене ырӑ хыпар калама хӑрамалла мар?