Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсене Туррӑн ӑслӑлӑхне илме пулӑшӑр

Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсене Туррӑн ӑслӑлӑхне илме пулӑшӑр

Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Туррӑн ӑслӑлӑхне илме пулӑшасшӑн. Ҫак тӗлӗшрен вӗсене тӗлпулусем пулӑшаҫҫӗ. Ачасем тӗлпулусенче тимлӗ пулсан тата комментарисем парсан, вӗсем Иегова ҫинчен ытларах пӗлме тата унӑн ҫывӑх тусӗсем пулса тӑма пултарӗҫ (Сак аст 31:12, 13). Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсем тӗлпулусенчен ытларах усӑ илччӗр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Акӑ темиҫе канаш:

  • Патшалӑх залӗнче иртекен тӗлпулусене ҫӳреме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр (Пс 21:23).

  • Тӗлпулу умӗн е тӗлпулу хыҫҫӑн тӑвансемпе хутшӑнма вӑхӑт уйӑрӑр (Евр 10:25).

  • Килтисенчен кашнийӗн тӗлпулура пӑхса тухакан публикаци пултӑр.

  • Ачӑрсем хӑйсен сӑмахӗсемпе комментарисем пама пултарччӑр тесе вӗсене хатӗрленме пулӑшӑр (Мф 21:15, 16).

  • Тӗлпулусем ҫинчен тата унта мӗн вӗрентни ҫинчен калаҫнӑ чухне лайӑххине калӑр.

  • Ачӑрсемпе пӗрле Патшалӑх залӗнче тирпей кӳрӗр тата аслӑрах тӑвансемпе хутшӑнӑр.

Ачасене Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма пулӑшасси — ҫӑмӑл мар ӗҫ. Хушӑран сирӗн ал усӑнма пултарать. Анчах асра тытӑр: Иегова сире пулӑшатех (Ис 40:29).

«АШШӖ-АМӐШӖСЕМ, ИЕГОВА ПАРАКАН ВӐЙ ҪИНЕ ШАНӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Закпа Лия ҫине ывӑнни мӗнле витӗм кӳнӗ?

  • Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗсен Иеговӑран вӑй ыйтмалла?

  • Закпа Лия Иегова ҫине шанни мӗнре курӑннӑ?