Сентябрӗн 11—17
ЭСФИРЬ 3—5
85-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Ыттисене хӑйсем мӗн тума пултарнине курма пулӑш» (10 мин.)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (10 мин.)
Эсф 4:12—16. Эпир Мардохейпа Эсфирь пек Турра ирӗклӗн пуҫҫапассишӗн мӗнле кӗрешме пултаратпӑр? (kr 160 с., 14 абз.).
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир Иеговӑпа, ырӑ хыпар сарассипе е тата мӗнпе те пулин урӑххипе ҫыхӑннӑ мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
Библи вулани (4 мин.): Эсф 3:1—12 (th 2 урок)
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Иккӗмӗш калаҫу (видео) (5 мин.). Сӳтсе явни. «Иккӗмӗш калаҫу. Турӑ Патшалӑхӗ (Мф 14:19, 20)» видеоролика кӑтарт. Экран ҫине ыйтусем тухсан, видеоролика вӑхӑтлӑха чар та итлекенсене ҫав ыйтусене пар.
Иккӗмӗш калаҫу (3 мин.): калаҫмалли майсенче илсе панӑ темӑпа усӑ кур. Пирӗн Библи вӗренмелли курс ҫинчен каласа пар та ҫынна ҫак курсӑн визиткине парса хӑвар (th 16 урок).
Библи вӗренӗвӗ (5 мин.): lff 12 урок, малтанхи сӑмахсем тата 1—3 пунктсем (th 15 урок).
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Эсфирь хӑюллӑ пулнӑ» (5 мин.). Сӳтсе явни. «Иеговӑн тусӗ пул» ярӑмри ҫак мультфильма кӑтарт. Унтан, сирӗн пухура ачасем пур пулсан, вӗсене ҫак ыйтӑва пар (вӗсемпе маларах калаҫса татӑл): Эсфирь пекех хӑюллӑ пулнине эсӗ мӗнле кӑтартма пултаратӑн?
Пухӑва мӗн кирлине шута илни (10 мин.)
Пухура Библи вӗренни (30 мин.): lff 57 урок
Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.)
125-мӗш юрӑ тата кӗлӗ