Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иегова халӑхӗшӗн тӑрӑшакан кӗтӳҫсем

Иегова халӑхӗшӗн тӑрӑшакан кӗтӳҫсем

Нумайӑшӗ влаҫра ларакансене шанмаҫҫӗ. Ҫакӑ пӗртте тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен влаҫпа иртӗхесси яланах пулнӑ (Мх 7:3). Пирӗн пухури старейшинӑсене власть ҫине тӗрӗс пӑхма тата Иегова халӑхӗшӗн тӑрӑшма вӗрентеҫҫӗ. Ҫакӑншӑн эпир питӗ пархатарлӑ! (Эсф 10:3; Мф 20:25, 26).

Старейшинӑсем ку тӗнчери влаҫра ларакансенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Вӗсем Иеговӑна тата унӑн халӑхне юратнӑран тивӗҫсем илме тӑрӑшаҫҫӗ (Ин 21:16; 1Пт 5:1—3). Иисус ертсе пынипе старейшинӑсем кашнине пухура хӑйне ҫемьери пек туйма тата Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Васкавлӑ пулӑшу кирлӗ чухне тата инкек сиксе тухсан, вӗсем яланах Иеговӑн сурӑхӗсене ҫирӗплетме, хавхалантарма тата пулӑшма хатӗр. Енчен те сана канаш кирлӗ пулсан е мӗн те пулин пӑшӑрхантарать пулсан, хӑвӑн пухури пӗр-пӗр старейшина патне пырса калаҫма ан вӑтан (Иак 5:14).

«КӖТӲШӖН ТӐРӐШАКАН КӖТӲҪСЕМ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Марьяна тӑвана старейшинӑсем мӗнле пулӑшнӑ?

  • Элиас тӑвана старейшинӑсем мӗнле пулӑшнӑ?

  • Ҫак видеоролика пӑхнӑ хыҫҫӑн старейшинӑсем тӑвакан ӗҫ ҫинчен эсӗ мӗн шутлатӑн?