Сентябрӗн 4—10
ЭСФИРЬ 1, 2
137-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Эсфирь пек сӑпайлӑ пулма тӑрӑш» (10 мин.)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (10 мин.)
Эсф 2:5. Библире Мардохей ятлӑ ҫын ҫинчен асӑннӑ. Вӑл чӑнах та пурӑннине мӗн ҫирӗплетсе пама пултарать? (w22.11 31 с., 3—6 абз.).
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир Иеговӑпа, ырӑ хыпар сарассипе е тата мӗнпе те пулин урӑххипе ҫыхӑннӑ мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
Библи вулани (4 мин.): Эсф 1:13—22 (th 10 урок)
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Пӗрремӗш калаҫу (видео) (5 мин.). Сӳтсе явни. «Пӗрремӗш калаҫу. Турӑ Патшалӑхӗ (Мф 6:9, 10)» видеоролика кӑтарт. Экран ҫине ыйтусем тухсан, видеоролика вӑхӑтлӑха чар та итлекенсене ҫав ыйтусене пар.
Пӗрремӗш калаҫу (3 мин.): калаҫмалли майсенче илсе панӑ темӑпа усӑ кур. Ҫынна «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюрӑна сӗн (th 1 урок).
Доклад (5 мин.): w20.11 13—14 с., 3—7 абз. Тема: «Иисус тата ангелсем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ?» (th 14 урок).
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Санӑн тантӑшусем мӗн калаҫҫӗ. Сӑн-питпе кӗлетке» (5 мин.). Сӳтсе явни. Видеоролик кӑтарт. Унтан итлекенсенчен ыйт: мӗншӗн хамӑр кӗлетке ҫине тӗрӗс пӑхма йывӑр пулма пултарать?
Пире 1 Петр 3:3, 4 сӑвӑ йӗркисенчи принцип хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле пулӑшма пултарать?
Пирӗн организацин ҫитӗнӗвӗсем (10 мин.). «Пирӗн организацин ҫитӗнӗвӗсем» (сентябрь) видеоролика кӑтарт.
Пухура Библи вӗренни (30 мин.): lff 56 урок тата 6, 7 Хыҫсӑмахсем
Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.)
101-мӗш юрӑ тата кӗлӗ