Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Октябрӗн 7—13

ПСАЛОМ 91—94

Октябрӗн 7—13

84-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Иеговӑшӑн ӗҫлени — чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ

(10 мин.)

Иегова эпир уншӑн ӗҫлесе тӑнине тивӗҫлӗ (Пс 91:2, 5; w18.04 26 с., 5 абз.).

Вӑл пире телей кӳрекен йышӑнусем тума пулӑшать (Пс 91:6; w18.11 20 с., 8 абз.).

Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ватӑ ӗҫлекенӗсене хаклать (Пс 91:13—16; w20.01 19 с., 18 абз.).

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна халаллама тата шыва кӗме мана мӗн чӑрмантарать?»

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 93:18. Иегова пире мӗнле майпа пулӑшса тӑрать? (w24.01 23—24 с., 11, 12 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 93:1—23 (th 5 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынпа калаҫнӑ чухне ӑна хӑв ыттисене Библие ӑнланма пулӑшни ҫинчен каласа пама май туп (lmd 5 урок, 3 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(3 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Унччен Библи вӗренме килӗшмен ҫынна Библи вӗренме тепӗр хут сӗнсе пӑх (lmd 8 урок, 4 пункт).

6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр

(5 мин.) Чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем туман вӗренекенпе калаҫни (lmd 12 урок, 5 пункт).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

5-мӗш юрӑ

7. Ҫамрӑксем те хытӑ пӑшӑрханнипе аптраҫҫӗ

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑратпӑр пулин те, хытӑ пӑшӑрханнипе аптрама пултаратпӑр. Тӗслӗхрен, Давид та хӑш-пӗр чухне хытӑ пӑшӑрханнӑ. Хальхи вӑхӑтра та нумай тӑван ҫак йывӑрлӑха тӳсет (Пс 12:3). Шел пулин те, ҫамрӑк тӑвансем те хытӑ пӑшӑрханнипе аптраҫҫӗ. Ҫавна пула хӑш-пӗр чухне ҫамрӑк тӑвана ахаль ӗҫсене тума, сӑмахран, шкула е тӗлпулусене ҫӳреме, йывӑр пулма пултарать. Унтан та ытларах, хытӑ пӑшӑрханнӑран вӑл ним ҫук ҫӗртен хӑраса-пӑлханса ӳкме пултарать е унӑн хӑй ҫине ал хурас шухӑш ҫуралма та пултарать.

Ҫамрӑк тӑвансем, эсир хытӑ пӑшӑрханнипе аптратӑр пулсан, ҫакӑн ҫинчен хӑвӑр аҫӑр-аннӗрпе е чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан тӑванпа калаҫса илӗр. Ҫавӑн пекех кӗлӗре Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр (Фп 4:6). Вӑл сирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлатех (Пс 93:17—19; Ис 41:10). Айтӑр Стинг тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар.

ВИДЕО кӑтарт: «Иегова маншӑн тӑрӑшнӑ». Унтан ыйтусем пар:

• Стинг тӑвана Библири хӑш сӑвӑ йӗрки пулӑшнӑ тата мӗншӗн?

• Иегова уншӑн мӗнле тӑрӑшнӑ?

Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир хӑвӑр ачӑрсене хытӑ пӑшӑрханнине ҫӗнтерме пулӑшма пултаратӑр. Тӳсӗмлӗ пулса вӗсене итлӗр, хӑвӑр вӗсене юратнине кӑтартсах тӑрӑр тата Иегова вӗсене юратнине хытӑрах шанма пулӑшӑр (Тит 2:4; Иак 1:19). Хӑвӑр ачӑрсене пулӑшса тӑма Иеговӑран вӑй ыйтӑр.

Эпир пухури тӑвансенчен кам та пулин хытӑ пӑшӑрханнипе аптрани ҫинчен пӗлмесен те пултаратпӑр е пире тӑван мӗн туйнине ӑнланма йывӑр пулма пултарать. Ҫав-ҫавах эпир пухури кашни тӑван хӑйне юратнине тата хакланине туйтӑр тесе тӑрӑшма пултаратпӑр (Ыт 12:25; Евр 10:24).

8. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 81-мӗш юрӑ тата кӗлӗ