Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сентябрӗн 2—8

ПСАЛОМ 78—80

Сентябрӗн 2—8

29-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Иеговӑн мухтавлӑ ятне юратӑр

(10 мин.)

Иеговӑна чыссӑрлатакан ӗҫсенчен пуринчен те пӑрӑнӑр (Пс 78:9; w17.02 9 с., 5 абз.).

Иеговӑна ятран чӗнӗр (Пс 79:19; ijwbv 3 статья, 4, 5 абз.).

Иегова хӑйне итлекенсене тата хӑйӗн ятне юратакансене нумай пиллӗх парать (Пс 80:14, 17).

Эпир хамӑра мӗнле тытни Иеговӑн ятне мухтава кӑлартӑр тесен ҫынсен эпир унӑн Свидетелӗсем пулнине пӗлмелле

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 79:2. Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне Израилӗн мӗнпур йӑхӗ пирки Иосиф тенӗ? (it-1-U 1052 с., 2, 3 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 78:1—79:8 (th 10 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(1 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библи вӗренме сӗн (lmd 4 урок, 4 пункт).

5. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библи вӗренме сӗн (lmd 4 урок, 3 пункт).

6. Калаҫу пуҫлӑр

(2 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библи вӗренме сӗн (lmd 3 урок, 3 пункт).

7. Интереса аталантарӑр

(5 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Унччен Библи вӗренме килӗшмен ҫынна Библи вӗренме тепӗр хут сӗнсе пӑх (lmd 8 урок, 3 пункт).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

10-мӗш юрӑ

8. «Манӑн ятӑма чун-чӗререн хисеплеме пуҫлӗҫ»

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Шуйттан Эдем пахчинче Туррӑн ятне хурлама пуҫланӑ. Ҫавӑнтанпа кашни ҫыннӑн тата кашни ангелӑн ҫакна суйласа илмелле: Иеговӑн ятне хисеплемелле-и е ҫук.

Шуйттан Иегова ҫинчен сӗмсӗр суя сарать. Сӑмахран, вӑл пурне те Иегова усал та хаяр Пуҫлӑх тесе ӗнентересшӗн (Плт 3:1—6; Иов 4:18, 19). Иеговӑна пуҫҫапакансем ӑна чӑннипех юратмаҫҫӗ тет вӑл (Иов 2:4, 5). Унсӑр пуҫне, Шуйттан миллион-миллион ҫынна Турӑ ҫук тесе тата Ҫут тӗнче хӑйне хӑех пулса кайнӑ тесе ӗнентернӗ (Рм 1:20, 21).

Ҫак суя сирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратать? Тен, эсир Иеговӑн хутне кӗрес тейӗр. Иегова хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвас текен ҫынсем пуласса тахҫанах пӗлнӗ (Ис 29:23). Ҫак тӗлӗшрен пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать?

  • Ыттисене Иегова ҫинчен пӗлме тата ӑна юратма пулӑшӑр (Ин 17:25, 26). Турӑ пуррине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем илсе пама тата унӑн чаплӑ енӗсем ҫинчен каласа пама хатӗр пулӑр (Ис 63:7).

  • Иеговӑна пӗтӗм чӗререн юратӑр (Мф 22:37, 38). Иеговӑн заповечӗсене вӗсем хӑвӑра усӑ панӑран кӑна мар, Иеговӑна савӑнтарас тесе те итлӗр (Ыт 27:11).

ВИДЕО кӑтарт: «Юрату нихӑҫан та пӗтмест. Шкулти йывӑрлӑхсем». Унтан ыйтусем пар:

  • Ариэль тата Диего Иеговӑн ырӑ ятне мӗнле хӳтӗленӗ?

  • Ҫакна тума вӗсене мӗн хавхалантарнӑ?

  • Эсир вӗсенчен мӗне вӗренетӗр?

9. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 90-мӗш юрӑ тата кӗлӗ