Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Шыва кӗме илсе ҫитерекен ҫул ҫинче эсӗ ӑҫта ҫитнӗ?

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тыт

Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тыт

Эсӗ шыва кӗмен хыпарҫӑ пулсан е эсӗ Библи вӗренетӗн пулсан, санӑн шыва кӗрес тӗллев пур-и? Мӗншӗн ҫакӑн пек тӗллев лартмалла? Турра хамӑр пурнӑҫа халалласа шыва кӗни унпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма май парать (Пс 90:1). Унсӑр пуҫне, ҫак утӑм ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать (1Пт 3:21). Пурнӑҫа Турра халалласа шыва кӗрес тесен мӗн тумалла?

Хӑв мӗне ӗненни чӑнлӑх пулнипе пулманнине тӗрӗсле. Ыйтусем сиксе тухсан, хуравӗсене тупас тесе тӗпче (Рм 12:2). Хӑвӑн мӗнле улшӑнусем тумаллине курсан, вӗсене тума тӑрӑш. Улшӑнусем тӑвасса та Иеговӑна савӑнтарас тесе ту (Ыт 27:11; Эф 4:23, 24). Яланах унран пулӑшу ыйт. Иегова хӑйӗн хӑватлӑ святой сывлӑшне парса хӑвна ҫирӗплетесси пирки ан иккӗлен (1Пт 5:10, 11). Эсӗ вӑй хуни кӑлӑхах пулмӗ. Иеговӑшӑн ӗҫлесси вӑл — чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ! (Пс 15:11).

«ШЫВА КӖМЕ ИЛСЕ ҪИТЕРЕКЕН ҪУЛ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Шыва кӗриччен хӑшӗ-пӗрисем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?

  • Пурнӑҫа Иеговӑна халаллас тесен ӗненӗве мӗнле аталантармалла?

  • Хӑшӗ-пӗрисене шыва кӗме мӗн хавхалантарнӑ?

  • Иегова хӑйшӗн ӗҫлеме шут тытнисене мӗнле пиллет?

  • Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласа шыва кӗни мӗне пӗлтерет?