ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Санӑн мартра е апрельте пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме кӑмӑл пур-и?
Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче санӑн Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме кӑмӑл пур-и? (2Кр 5:14, 15). Март тата апрель уйӑхӗсенче пулӑшакан пионерсем 30 е 50 сехет ырӑ хыпар пӗлтерме пултараҫҫӗ. Санӑн ҫак ятарлӑ вӑхӑтра пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме май пур пулсан, заявлени ҫырса тултар та пухӑвӑн сӑваплӑ ӗҫӗн комитетне пар. Кашни уйӑхра пухура кам-кам пулӑшакан пионер пулса ӗҫленине пӗлтерӗҫ. Ҫавна пула пӗтӗм пуху ҫак хастар хыпарҫӑсене сехет нормине тума пулӑшма пултарать. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче пирӗн ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха ӳстерме тата пӗр-пӗрне хавхалантарма лайӑх май пур. Айтӑр ҫак майпа усӑ курар! (1Фс 5:11).