ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Эсӗ назорейсенчен мӗне вӗренме пултаратӑн?
Назорейсем Иеговӑна юраса пурӑнас тесе хӑйсене шеллемен (Йыш 6:2—4; it-U «Назорей», 2—5 абз.).
Назорейсем Иеговӑн ирӗкне туса тӑрассине мала хунӑ (Йыш 6:5).
Назорейсен Иеговӑн куҫӗ умӗнче таса пулмалла пулнӑ (Йыш 6:6, 7).
Хальхи вӑхӑтри тулли вӑхӑтпа ӗҫлекен тӑвансен шухӑш-кӑмӑлӗ те ҫавӑн пекех: вӗсем хӑйсене хӗрхенмесӗр Иеговӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ тата вӑл панӑ хушусене тытса тӑраҫҫӗ.