ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Хӑвӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫна упра
Иегова мӑшӑрсен пӗр-пӗрне тупа туни ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар тет, ҫавӑн пекех вӗсен мӗн пурнӑҫӗ тӑршшӗпех пӗрле пулмалла тет (Мф 19:5, 6). Турӑ халӑхӗ хушшинче ҫирӗп ҫемьесем нумай. Анчах ҫынсен пурин те ҫитменлӗхсем пур, ҫавӑнпа та ҫемьере йывӑрлӑхсем пулаҫҫех. Вӗсене татса парас тесе ҫак тӗнчери ҫынсем уйрӑм пурӑнма е уйрӑлма йышӑну тӑваҫҫӗ. Анчах та пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине вӗсем пек пӑхмалла мар. Христиансене ҫемьене упраса хӑварма мӗн пулӑшма пултарать?
Айтӑр пилӗк усӑллӑ канаша пӑхса тухар.
-
Хӑвӑн чӗрене упра. Ҫемьене аркатма пултаракан ӗҫсенчен сыхлан. Сӑмахран, якӑлтатса ан ҫӳре тата аскӑн ӗҫпе ҫыхӑннӑ вӑйӑ-кулӑран пӑрӑн (Мф 5:28; 2Пт 2:14).
-
Иеговӑпа ҫывӑхлан тата санӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫу ӑна савӑнтартӑр тесе тӑрӑш (Пс 96:10).
-
Ҫӗнӗ этем пулса пыр. Пӗчӗк ырӑ ӗҫсем туса та мӑшӑра савӑнтарма тӑрӑш (Кл 3:8—10, 12—14).
-
Мӑшӑрупа хисеплӗн калаҫ. Хӑвӑн шухӑшсемпе туйӑмсем ҫинчен каласа пама вӑхӑт уйӑр (Кл 4:6).
-
Ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ чухне мӑшӑра юратнине кӑтарт тата унпа ҫепӗҫ пул (1Кр 7:3, 4; 10:24).
Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисепленипе христианин Иеговӑна, ҫемьене пуҫарса яракана, хисепленине кӑтартать.
«ПИРӖН „ЧӐТӐМЛӐ ПУЛСА“ ЧУПМАЛЛА. ПРАВИЛӐСЕНЕ ТЫТСА ТӐРӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн веҫех лайӑх пулнӑ пулсан та, вӑхӑт иртсен мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ?
-
Мӑшӑрсене вӗсем пӗр-пӗрне юратма пӑрахнӑ пек туйӑнать пулсан, Библири принципсем вӗсене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
-
Иегова мӑшӑрсене мӗнле правилӑсене пӑхӑнма хушнӑ?
-
Ҫемьеллӗ пурнӑҫ телейлӗ пултӑр тесен упӑшкипе арӑмӗн мӗн тумалла?