ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Кашни ҫул иртекен конгрессем пӗр-пӗрне юратнине кӑтартма май параҫҫӗ
Мӗншӗн эпир кашни ҫул иртекен регион конгресӗсене ҫав тери юрататпӑр? Авалхи Израильте иртнӗ ҫулсеренхи уявсем пекех, ҫакӑн пек конгрессем пире ҫӗр-ҫӗр, хӑш чухне пин-пин тӑванпа пӗрле Иеговӑна пуҫҫапма май параҫҫӗ. Пире ҫак конгрессенче вӗренме питӗ килӗшет, мӗншӗн тесен ҫакӑ хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшать. Унсӑр пуҫне, эпир унта хамӑр туссемпе тӑван-хурӑнташсене тӗл пулма питӗ хавас. Ҫавӑнпа та пирӗн ҫак конгрессен пӗр кунне те сиктерес килмест.
Пӗрле пухӑннӑ чухне пирӗн хамӑр ҫинчен ҫеҫ шутламалла мар, ыттисене юратнине мӗнле кӑтартмалли ҫинчен те шухӑшламалла (Гл 6:10; Евр 10:24, 25). Тӑвансем валли алӑка уҫӑ тытса тӑратпӑр пулсан тата хамӑра кирлинчен ытларах вырӑн йышӑнмастпӑр пулсан, эпир ыттисем пирки шухӑшланине кӑтартатпӑр (Фп 2:3, 4). Конгрессенче ҫӗнӗ туссем тупма пулать. Эпир программа пуҫланас умӗн е программа вӗҫленсен, е кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче мӗнле те пулин тӑванпа паллашма пултаратпӑр (2Кр 6:13). Унпа туслашсан вара пирӗн туслӑх ӗмӗрлӗхе тӑсӑлма пултарать. Пирӗн хушӑри юратӑва курсан, тен, Свидетель пулман ҫынсем пирӗнпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлес тейӗҫ (Ин 13:35).
«„ЮРАТУ НИХӐҪАН ТА ПӖТМЕСТ“ ПӖТӖМ ТӖНЧЕРИ КОНГРЕССЕМ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
2019 ҫулхи пӗтӗм тӗнчери конгрессене килнӗ делегатсене юратнине пирӗн тӑвансем мӗнле кӑтартнӑ?
-
Мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хушшинчи юратупа пӗрлӗх питӗ тӗлӗнтереҫҫӗ?
-
Ертсе пыракан советри тӑвансем христиансен юратӑвӗн мӗнле енӗсем ҫине тимлеттернӗ?
-
Христианла юрату Германири тӑвансем хушшинчи тата Кӑнтӑр Кореяри тӑвансем хушшинчи пӗрлӗхе мӗнле ҫирӗплетнӗ?
-
Пирӗн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулмалла?