ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Турӑпа Христоса пула эпир ирӗклӗх илӗпӗр!
Санӑн мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тивет? Тен, эсӗ ҫемье пуҫӗ, ҫавӑнпа та сан тивӗҫсем нумай. Е, тен, эсӗ ачасене пӗччен пӑхса ӳстеретӗн, укҫи те ҫитсех каймасть. Эсӗ шкулта вӗренетӗн пулсан, тен, пӗрле вӗренекенсем санран тӑрӑхласа кулаҫҫӗ. Тен, санӑн сывлӑху начар е эсӗ ватӑлса пыратӑн. Кашни ҫын тӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать. Христиансен нумайӑшӗн пӗр вӑхӑтрах темиҫе йывӑрлӑха тӳсме тивет, анчах та Иегова пире пур йывӑрлӑхран та хӑтарасса эпир пӗлсе тӑратпӑр (2Кр 4:16—18).
Иегова эпир мӗнле йывӑрлӑхсем тӳснине курса тӑрать. Эпир чӑтӑмлӑ та ӑна шанчӑклӑ пулнине хаклать. Унсӑр пуҫне, вӑл пире пуласлӑхра нумай пиллӗх парӗ. Ҫакна пӗлни пире питӗ йӑпатать (Иер 29:11, 12). Иисус та пирӗнпе кашнинпе питӗ интересленет. Вӑл пире хамӑр тивӗҫсене туса тӑма пулӑшӑп тесе сӑмах панӑ тата «Эпӗ... сирӗнпе пӗрле пулӑп» тенӗ (Мф 28:20). Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинче ертсе пыма пуҫласан, эпир пурте ирӗклӗх илӗпӗр. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрни пирӗн шанчӑка ҫирӗплетӗ тата кирек мӗнле йывӑрлӑха та тӳссе ирттерме вӑй парӗ (Рм 8:19—21).
«ҪИЛ-ТӐВӐЛ ҪЫВХАРНӐ МАЙ ИИСУС ҪИНЕ КУҪ ИЛМЕСӖР ПӐХӐР! ПУЛАС ПИЛЛӖХСЕМ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Ҫынсем «Турӑ пурнӑҫӗнчен» мӗнле ютшӑннӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?
-
Кам Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнать, ҫавсене мӗнле пуласлӑх кӗтет?
-
Мӗне пула ҫакӑн пек пуласлӑх пулать?
-
Эсӗ ҫӗнӗ тӗнчери мӗнле пиллӗхсене питӗ кӗтетӗн?