ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене вӗрентӗр!
Эпир пурӑнакан тӗнчере веҫех кутӑн-пуҫӑн: ҫынсем усала ырӑ, ыррине усал теҫҫӗ (Ис 5:20). Шел пулин те, вӗсем Иегова курайман ӗҫсене туса пурӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, арҫынпа арҫын тата хӗрарӑмпа хӗрарӑм пӗр-пӗрин патне юрату туйӑмне аталантарать. Пирӗн ачасен пӗрле вӗренекенсем пек е паллӑ ҫынсем пек пулас кӑмӑл ҫуралма пултарать. Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир хӑвӑр ачӑрсене ҫак тӗнчен витӗмне хирӗҫ тӑма мӗнле пулӑшма пултаратӑр?
Ачасене Иеговӑн нормисене вӗрентӗр (Лв 18:3). Ача миҫе ҫулта пулнине шута илсе ӑна Библире ар хутшӑнӑвӗсем пирки мӗн ҫырнине каласа парӑр (Сак аст 6:7). Хӑвӑртан ыйтӑр: «Манӑн ача ҫепӗҫ туйӑмсене мӗнле кӑтартма юранипе юраманнине пӗлет-и? Мӗншӗн тумтир сӑпайлӑ пулмаллине ӑнланать-и вӑл? Эпӗ ӑна ыттисен хӑш-пӗр япаласене тума юраманнине, сӑмахран, вӑл ҫӑвӑннӑ е хывӑнса тӑхӑннӑ чухне ыттисен ун ҫине пӑхма юраманнине, ӑнлантарса паратӑп-и? Ман ачана кам та пулин порнографи пӑхма сӗнет пулсан е Иегова тума хушман япаласене тума ыйтать пулсан, вӑл хӑйне мӗнле тытмаллине пӗлет-и?» Ҫапла вӗрентни сирӗн ачана нумай хӑрушлӑхран хӑтарӗ (Ыт 27:12; Ек 7:12). Ашшӗ-амӑшӗсем, ачасем «Ҫӳлхуҫа панӑ еткер» пулнине асра тытӑр. Вӗсене вӗрентнипе эсир Иегова панӑ ҫак парнене хакланине кӑтартатӑр (Пс 126:3).
«ҪИРӖП ТӐРАКАН ҪУРТ ТӐВӐР. АЧАСЕНЕ УСАЛТАН ХӲТӖЛӖР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Мӗншӗн хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе секс пирки калаҫма вӑтанать?
-
Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗн ачисене «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса» ӳстермелле? (Эф 6:4).
-
Ашшӗ-амӑшне ачисемпе секс пирки калаҫма пулӑшас тесе Иеговӑн организацийӗ мӗн тӑвать? (w19.05 12 с., рамка).
-
Мӗншӗн ачасемпе яланах уҫҫӑн калаҫмалла