Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Самуил тӗслӗхӗнчен вӗрен

Самуил тӗслӗхӗнчен вӗрен

Самуил пурнӑҫӗ тӑршшӗпех Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Пӗчӗккӗ чухне вӑл япӑх тӗслӗх кӑтартнӑ Илийӑн ывӑлӗсем хыҫҫӑн, Офнипе Финеес хыҫҫӑн, кайман (1Патш 2:22—26). Самуил ҫитӗнсе пынӑ, Иегова унпа пӗрле пулнӑ (1Патш 3:19). Ватӑлса ҫитсен те Самуил Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ, унӑн ывӑлӗсем вара ҫапла туман (1Патш 8:1—5).

Самуил тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пулать? Ҫамрӑк тӑвансем, ан иккӗленӗр: Иегова эсир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине курать тата эсир мӗн туйнине ӑнланать. Вӑл сире хӑюллӑ пулма пулӑшӗ (Ис 41:10, 13). Ашшӗ-амӑшӗсем, сирӗн ачӑр Иеговӑшӑн ӗҫлемест пулсан, Самуилӑн тӗслӗхӗ сире лӑплантарма пултарать. Вӑл хӑйӗн ӳссе ҫитӗннӗ ывӑлӗсене Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнтарайман. Вӑл веҫех Иеговӑн аллине панӑ. Хӑй вара айӑпсӑрлӑха упранӑ тата малалла та Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Тен, сирӗн лайӑх тӗслӗхӗ ачӑра Иегова патне таврӑнма хавхалантарӗ.

«ВӖСЕНЧЕН ВӖРЕНӖР. САМУИЛ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Пӗчӗк Самуил хӑюлӑха мӗнле кӑтартнӑ?

  • Дэнни хӑюлӑха мӗнле кӑтартрӗ?

  • Ватӑ Самуил мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ?

  • Тӗрӗссине тума тӑрӑшакансене Иегова пулӑшсах тӑрать

    Дэнни ашшӗ-амӑшӗ мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартрӗ?