ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Кам санӑн Патшу?
Израильтянсем хӑйсем валли патша ыйтса Иеговӑна хисеплеменнине кӑтартнӑ (1Патш 8:4, 5; it-U «Царство Бога», «Народ просит царя из людей» подзаг., 1 абз.).
Израильтянсене Иегова куҫа курӑнман Пуҫлӑх пулни килӗшмен (1Патш 8:7, 8; ia 72 с., 18 абз.).
Иегова вӗсене хӑйсен йышӑнӑвӗ мӗн патне илсе ҫитересси пирки асӑрхаттарнӑ (1Патш 8:9, 18; w10 1/15 29 с., 9 абз.).
Иеговӑн хӑй мӗн пултарнипе пуринпе те хуҫаланма право пур. Вӑл кама ертсе пырать, ҫавсемпе хӑйне ыррӑн та хисеплӗн тытать. Кам Иеговӑн влаҫне пӑхӑнса тӑрать, ҫавӑ ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӗ.
ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Хам мӗнле пурӑннинчен эпӗ Иеговӑна пӑхӑнни курӑнса тӑрать-и?»