Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР | ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ САВӐНСА ТӐВӐР

Библи вӗренекенсене туссене суйласа илме пулӑшӑр

Библи вӗренекенсене туссене суйласа илме пулӑшӑр

Иеговӑпа туслашас тесен Библи вӗренекенсен туссене тӗрӗс суйламалла (Пс 14:1, 4). Лайӑх туссем вӗсене тӗрӗссине тума хавхалантарӗҫ (Ыт 13:21; lff-U 48 урок).

Библи вӗренекене хӑйӗн япӑх тусӗсемпе хутшӑнма пӑрахма йывӑр пулма пултарать, ҫавӑнпа та вӑл мӗн туйнине ӑнланма тӑрӑш. Вӗренекенпе Библи вӗреннӗ чухне кӑна мар интереслен. Ӑна сообщени ҫырса яр, шӑнкӑравла е ун патне кӗрсе тух. Вӑл Иеговӑпа ҫывӑхланса пынӑҫемӗн ӑна пухури тӑвансемпе хутшӑнма чӗн. Ҫапла майпа вӑл хӑй мӗн ҫухатнинчен ытларах илессине курӗ (Мк 10:29, 30). Паллах, Иеговӑн ҫемйи ӳссе пыни сана питӗ савӑнтарӗ.

«БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ТУССЕНЕ СУЙЛАСА ИЛМЕ ПУЛӐШӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • «Усал ушкӑн» мӗн вӑл? (1Кр 15:33).

  • Иегова Свидетелӗсен туслӑ тӗлпулӑвӗсем пирки Джейд мӗн шутланӑ?

  • Нита Джейда ҫӗнӗ туссем тупма мӗнле пулӑшрӗ?