ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ҫамрӑк тӑвансем, аҫу-аннӳпе уҫҫӑн калаҫӑр
Мӗншӗн аҫу-аннӳпе уҫҫӑн калаҫмалла? (Ыт 23:26). Мӗншӗн тесен Иегова вӗсене сана вӗрентме тата саншӑн тӑрӑшма хушнӑ (Пс 126:3, 4). Хӑвна мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен, хӑвӑн йывӑрлӑхусем ҫинчен каласа памасан, вӗсене сана пулӑшма йывӑр пулать. Унсӑр пуҫне, вӗсем сана хӑйсен опычӗ пирки каласа пама пултараймӗҫ. Эсӗ вӗсене пур шухӑша та каласа паманни япӑх-ши? Аҫу-аннӳрен темскер япӑххине пытарасшӑн мар пулсан, япӑх мар (Ыт 3:32).
Аҫу-аннӳпе уҫҫӑн калаҫас тесен мӗн тумалла? Хӑвшӑн та, вӗсемшӗн те майлӑ вӑхӑт суйла. Ҫапла тума май ҫук пулсан, вӗсенчен пӗри патне хӑвӑн туйӑмусене уҫса парса ҫыру ҫыр. Аҫупа аннӳ санпа пӗр-пӗр тема ҫинчен калаҫасшӑн пулсан, санӑн вара ҫакна тума кӑмӑл ҫук пулсан, мӗн тумалла? Вӗсем сана пулӑшасшӑн пулнине асра тыт. Аҫу-аннӳ ҫине тӑшмансем ҫине пӑхнӑ пек ан пӑх, вӗсем сан майлӑ. Аҫу-аннӳпе чуна уҫса калаҫма тӑрӑшни сана пурнӑҫ тӑршшӗпех, ӗмӗр-ӗмӗрех, усӑ парса тӑрӗ (Ыт 4:10—12).
«ҪАМРӐКСЕН ПУРНӐҪӖ. АҪУ-АННӲПЕ ПӖР ЧӖЛХЕ МӖНЛЕ ТУПМАЛЛА?» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Эстерпе Партик мӗн ӑнланса илнӗ?
-
Эсӗ Иисусран мӗне вӗренме пултаратӑн?
-
Аҫупа аннӳ саншӑн мӗнле тӑрӑшаҫҫӗ?
-
Библири хӑш принципсем сана аҫу-аннӳпе уҫҫӑн калаҫма пулӑшма пултараҫҫӗ?