Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иегова тунӑ япаласем вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ

Иегова тунӑ япаласем вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ

Пирӗншӗн мӗн лайӑхрах пулнине Иегова яланах пӗлет-и? Паллах, пӗлет! Ҫавӑнпа вӑл мӗн хушнине туса тӑни ӑслӑ-тӑнлӑ пулать (Ыт 16:3, 9). Анчах хӑш-пӗр чухне Туррӑн хушӑвӗсем пире килӗшмесен те пултараҫҫӗ. Ҫакӑн чухне эпир ӑна шаннипе шанманни тӗрӗсленет. Иегова ӑслӑ-тӑнлӑ пулни пирки иккӗленес мар тесен пирӗн вӑл тунӑ япаласем ҫинчен шухӑшламалла (Ыт 30:24, 25; Рм 1:20).

«МӖНШӖН КӐТКӐСЕМ ПРОБКӐРА ТӐМАҪҪӖ?» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Кӑткӑсем нумайӑшӗ кашни кун мӗн ӗҫлеҫҫӗ?

  • Мӗншӗн кӑткӑсем пробкӑра тӑмаҫҫӗ?

  • Учёнӑйсем кӑткӑсем ҫинчен мӗн пӗлнипе мӗнле усӑ курасшӑн?

«ТӖКӖЛТУРА МӖНЛЕ ВӖҪСЕ ҪӲРЕТ?» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Пысӑках мар самолётпа ҫӳренӗ чухне мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулма пулать?

  • Вӑйлӑ ҫиле пӑхмасӑрах тӗкӗлтура мӗнле вӗҫсе ҫӳрет?

  • Учёнӑйсем тӗкӗлтура ҫинчен мӗн пӗлнипе мӗнле усӑ курасшӑн?

Сирӗн патри ҫутҫанталӑк сире Иеговӑн ӑслӑлӑхӗ ҫинчен мӗне вӗрентет?