Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР | ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ САВӐНСА ТӐВӐР

Библи вӗренекенсене тӗлпулусене ҫӳреме пулӑшӑр

Библи вӗренекенсене тӗлпулусене ҫӳреме пулӑшӑр

Тӗлпулусене ҫӳрени чӑн Турра пуҫҫапни шутне кӗрет (Пс 21:23). Иеговӑна пуҫҫапма пухӑнакансем пурте савӑнӑҫ туяҫҫӗ тата пиллӗхсем илеҫҫӗ (Пс 64:5). Библи вӗренекен ҫын тӗлпулусене сиктермесӗр ҫӳрет пулсан, ялан тенӗ пекех, чӑнлӑхра хӑвӑртрах ҫитӗнӳсем тӑвать.

Библи вӗренекенсене тӗлпулусене ҫӳреме мӗнле хавхалантарма пулать? Вӗсене яланах пухӑва чӗн. «Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?» видеоролика кӑтарт. Тӗлпулусем мӗнле усӑ панине ӑнлантар (lff 10 урок). Унсӑр пуҫне, пухура илтнӗ пӗр-пӗр интереслӗ шухӑша е ҫитес пухура мӗн пулассине каласа пама пулать. Библи вӗренекене кирлӗ публикацисем пар е JW Library® приложенири «Встречи» вкладкӑна кӑтарт. Вӗренекене ӗҫпе пулӑш. Тен, ӑна пухӑва ҫитме пулӑшмалла. Вӗренекен пӗрремӗш хут тӗлпулӑва килсен, эсӗ вӑй хуни усӑсӑр пулманнине курӑн (1Кр 14:24, 25).

«БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ТӖЛПУЛУСЕНЕ ҪӲРЕМЕ ПУЛӐШӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Нита Джейда тӗлпулӑва мӗнле чӗнчӗ?

  • Библи вӗренекен тӗлпулӑва килсен эпир мӗншӗн савӑнатпӑр?

  • «Чӑнах сирӗнпе Турӑ иккен»

    Джейд пӗрремӗш хут пухӑва килсен мӗн туйса илчӗ?