ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Иегова каланӑ пек тусан эсӗ ӑнӑҫлӑ пулӑн
Давид саккун арчине Иерусалима илсе килесшӗн пулнӑ (1Ҫлс 13:3).
Анчах унӑн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулман, мӗншӗн тесен вӑл саккун арчине мӗнле куҫармалли ҫинчен законра мӗн каланине шута илмен (1Ҫлс 15:13; w03-U 5/1 10 с., 12 абз.).
Иегова хушнӑ пек тусан Давид ӑнӑҫлӑ пулнӑ (1Ҫлс 15:2; 16:11; w03-U 5/1 11 с., 13 абз.).
Эпир ыррине тӑвасшӑн пулнине Иегова хаклать. Анчах пирӗн ӗҫсем Иеговӑна юрӑхлӑ пулччӑр тесен пирӗн вӑл каланӑ пек тумалла (Сак аст 30:16).