ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ачӑрсене чӑнлӑх ҫулӗпе пыма пулӑшӑр
Ашшӗ-амӑшӗсем ачисем телейлӗ пулччӑр тата Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни вӗсене савӑнӑҫ кӳтӗр теҫҫӗ. Ачисене вӗрентнӗ чухне вӗсем Библири принципсемпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, ачисене чӑнлӑх ҫулӗпе пыма пулӑшаҫҫӗ (Ыт 22:6).
-
Ачӑрсем сирӗнпе уҫҫӑн калаҫма пултарччӑр тесе тӑрӑшӑр (Иак 1:19).
-
Ачӑрсене лайӑх тӗслӗх кӑтартӑр (Сак аст 6:6).
-
Ачӑрсемпе пӗрле Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тӑтӑшах тӑвӑр (Эф 6:4).
«ҪИРӖП ТӐРАКАН ҪУРТ ТӐВӐР. АЧАСЕНЕ ТӖРӖС ҪУЛПА ПЫМА ВӖРЕНТӖР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Ашшӗ-амӑшӗсем ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?
-
Ашшӗ-амӑшӗсем Иаков 1:19-мӗшӗнчи принциппа мӗнле усӑ курма пултараҫҫӗ?
-
Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан ашшӗ-амӑшӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ?