Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗрен

Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗрен

Эпир яланах Иеговӑна савӑнтарасшӑн (Ыт 27:11). Ҫавӑнпа эпир ӑна килӗшекен йышӑнусем тӑвасшӑн. Анчах Библире пур лару-тӑрура та мӗн тумаллине калакан законсем ҫырса паман. Ун пек чухне лару-тӑру ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма пире мӗн пулӑшма пултарать?

Библие тӑтӑшах тӗпче. Библи вуланӑ чухне эпир Иеговӑпа пӗрле вӑхӑта ирттеретпӗр теме пулать. Ҫавӑн чухне эпир Иегова хӑйӗн халӑхӗпе хӑйне мӗнле тытнине куратпӑр тата Иегова умӗнче усал е ырӑ туса пурӑннӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлатпӑр. Ҫапла эпир Иегова мӗнле шухӑшланине пӗлсе пыратпӑр. Йышӑну тумалла чухне вара святой сывлӑш пире Библири принципсене аса илтерме пултарать (Ин 14:26).

Тарӑнрах тӗпче. Йышӑну тӑвас умӗн хӑвӑнтан ҫапла ыйт: «Библири хӑш сӑвӑ йӗркисемпе тӗслӗхсем мана Иегова ҫак ыйту ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланма пулӑшма пултараҫҫӗ?» Кӗлӗре Иеговӑран пулӑшу ыйт. Санӑн лару-тӑрура усӑ пама пултаракан Библири принципсене тупас тесе тата вӗсемпе мӗнле усӑ курмаллине ӑнланас тесе Иеговӑн организацийӗ хӑвӑн тӑван чӗлхепе кӑларнӑ тӗпчемелли хатӗрсемпе усӑ кур (Пс 24:4).

«ПИРӖН „ЧӐТӐМЛӐ ПУЛСА“ ЧУПМАЛЛА. ЛАЙӐХ АПАТЛАНӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Ҫамрӑк тӑван мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?

  • Ҫакӑн пек йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме тӗпчемелли хатӗрсем сана мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

  • Библие тӗпчеме тата хамӑра пӑшӑрхантаракан ыйтусен хуравӗсене шыраса тупма вӑхӑт уйӑрни мӗнле усӑ парать? (Евр 5:13, 14).