Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче пурнӑҫламалли тӗллевсем

Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче пурнӑҫламалли тӗллевсем

Кашни ҫулах Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Каҫхи апат уявне чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Каҫхи апат уявӗ умӗнхи тата хыҫҫӑнхи тапхӑрта пирӗн Иеговӑна тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартма тата ӑна мухтава кӑларма чаплӑ май уҫӑлать (Эф 1:3, 7). Сӑмахран, эпир ҫак уява ытларах ҫынна чӗнме пур вӑйран тӑрӑшатпӑр. Хӑш-пӗр тӑвансем март тата апрель уйӑхӗсенче пулӑшакан пионер пулса 30 е 50 сехет ырӑ хыпар пӗлтерме хӑйсен графикӗсене улшӑнусем кӗртеҫҫӗ. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче санӑн ытларах ырӑ хыпар сарма кӑмӑл пур-и? Кӑмӑл пур пулсан, ҫак тӗлӗшрен сана мӗн пулӑшӗ?

Пӗр-пӗр тӗллеве пурнӑҫлас тесен мӗн-мӗн тумаллине маларах шухӑшласа хурсан эпир ӑнӑҫлӑрах пулма пултаратпӑр (Ыт 21:5). Каҫхи апат уявӗ ҫывхарса килет, ҫавӑнпа халех хатӗрленме пуҫла. Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче ырӑ хыпара ытларах сарас тесе хӑв мӗн тума пултарни ҫинчен тата палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама сана мӗн пулӑшма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх. Унтан хам вӑй хунине пиллесем тесе Иеговӑна кӗлту (1Ин 5:14, 15).

Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче ырӑ хыпара ытларах сарас тесе эсӗ мӗн тума пултаратӑн?