ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Туррӑн ирӗкне тӑвассишӗн ҫунса тӑр
Саул Иеговӑна итлемен, ҫавӑнпа Иегова ӑна сирсе янӑ (1Ҫлс 10:13, 14).
Иегова Саул вырӑнне Давида патшана лартнӑ (1Ҫлс 11:3).
Саулпа танлаштарсан, Давид Иеговӑн законӗсемпе принципӗсем тӑрӑх пурӑннӑ (1Ҫлс 11:15—19; w12 11/15 6—7 с., 12, 13 абз.).
Давид Иеговӑн ирӗкне чун-чӗререн пурнӑҫласа тӑнӑ (Пс 39:9). Пирӗн те тӗрӗссине туса тӑма кӑмӑл пултӑр тесен пур япала ҫине те Турӑ пӑхнӑ пек пӑхма вӗренмелле (Пс 24:4; w18.06 17 с., 5, 6 абз.).