Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Библие ытларах шанма сана мӗн пулӑшӗ?

Библие ытларах шанма сана мӗн пулӑшӗ?

Библи пирӗн пурнӑҫа улӑштарма пултарать (Евр 4:12). Анчах та унта ҫырса панӑ канашсемпе хушусем пире усӑ паччӑр тесен Библи вӑл «Турӑ Сӑмахӗ» пулнине пирӗн ҫирӗп ӗненмелле (1Фс 2:13). Библие ытларах шанма мӗн пулӑшӗ?

Кашни кун Библи вула. Вуланӑ чухне Библи Авторӗ Иегова пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене асӑрхама тӑрӑш. Тӗслӗхрен, Ытарӑшсен кӗнекинчи канашсене тӗпче те ҫакна курма тӑрӑш: вӗсене тахҫанах ҫырнӑ пулин те, вӗсем хальхи вӑхӑтра та усӑллӑ (Ыт 13:21; 14:30).

Тарӑн тӗпче. Библи Турӑ кӗнеки пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене пӑхса тух. «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» уҫ, «Библия» текен темӑна туп та «Вдохновлена Богом» заголовокри материала тӗпче. Унсӑр пуҫне, Библи паянхи кунччен пӗр улшӑнмасӑр упранса юлни пирки иккӗленес мар тесе эсӗ 2016 ҫулта тухнӑ «Хурал башни» журналӑн 3-мӗш номерне тӗпчесе тухма пултаратӑн.

«МӖНШӖН ЭПИР БИБЛИ ТУРӐРАН ПУЛНИНЕ ӖНЕНЕТПӖР?» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Библи шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине Египетри Карнак храмӗнчи рельефлӑ ӳкерчӗк мӗнле ҫирӗплетсе парать?

  • Библири текста улшӑнусем кӗртменнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

  • Библи паянхи кунччен упранса юлни вӑл Турӑ Сӑмахӗ пулнине мӗнле ҫирӗплетсе парать? (Исаия 40:8 вуласа пар.)